Хусан федераци университечĕн филологипе культурăсем хушшинчи хутшăну институтĕнче чӳк уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче «Национальная литература республик Поволжья: проблемы межкультурной коммуникации» регионсем хушшинчи наукăna пpaктuка конференцийĕ иртрĕ.

Конференцире тăватă секци тата «Проблемы межкультурных взаимодействий в республиках Поволжья» çавра сĕтел ĕçлерĕç. Кунта ултă республикăран килнĕ ăсчахсем тата шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикинчен Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура кафедрин преподавателĕсем В.Г. Родионов профессор тата И.В. Софронова доцент, Ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ И.Ю. Кириллова пулчĕç.

Конференцире тухса калаçакансем литература историне тĕпчес ĕçре компаративистика мелĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, европăри тĕпчевçĕсем ăна еплерех аталантарнине, пĕрле пухăнса литература историне тĕпчеме кирлине палăртрĕç. В.Г. Родионов, сăмахран, пленарлă ларура «О типологии художественного сознания общих предков тюркских народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова çавра сĕтел вăхăтĕнче «Ю. Сементер лирикинче О. Хайям традицийĕсем палăрни» докладсемпе тухса калаçрĕç.