Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн 110 çулне халалланă «Манăн çăлтăр тӳпере» курав уçăлчĕ. Унта РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.К. Кузьмина, тĕпчевçĕ-чĕлхеçĕ А.П. Хусанкай тата писательсем, таврапĕлӳçĕсем, шкул ачисемпе студентсем хутшăнчĕç. Bырăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультетĕнчен унта чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Г.Г. Ильина сăмах каларĕ тата 4 курсра вĕренекен Мария Самделова П. Хусанкайăн сăввине пăхмасăр вуларĕ.