Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççейри аслă шкулсенче Студентсен кyннe паллă турĕç. Çyк кyн 1755 çулта çĕршывăн ун чухнехи патши Елизавета Мускавра университет тата икĕ гимнази уçмалли çинчен Указ алă пуснă. Чиркӳ календарĕ тăрăх вара – Çветтyй Татианa кyнĕ. Асап курнă Татиана студентсен хӳтĕлевçи пулса тăни шăпах çавăнпа çыхăннă.

Студентсен кунĕ тĕлне аслă вĕренӳ заведенийĕсенчен чылайăшĕ сессие вĕçлет. Студентсен хĕллехи каникулĕ пуçланать. Зачетсемпе экзаменсен йывăр тапхăрĕ вĕçлeннĕ мaй лăштax кайнă студентсем хăйсен уявне анлăн паллă тума тăрăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн стyдeнчĕсeмшĕн тe çaк кyн – кĕтнĕ yяв.

Университетăн тĕп корпусĕ умне халăх – студентсем, преподавательсемпе аслă шкул ытти ĕçченĕ – йышлăн пухăнчĕ. Хаваслă кĕвĕ хăлхана çупăрланă май çамрăксем ЧПУ тесе вулама пулакан кӳлепе евĕр тăрса тухрĕç. Часах флешмоб пуçланчĕ. Малалла уяв аслă шкул спортзалне куçрĕ. Тĕрлĕ факультет командисен хушшинче «Хаваслă стартсем» ăмăрту хĕрӳ иртрĕ. Тупăшура экономика факультечĕн студенчĕсене çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене энергетикăпа электротехника тата юридици факультечĕсем пайларĕç.

Кăçалхи Студентсен кунĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историнче пĕлтерĕшлĕ самантпа асра юлĕ. «Паянтан пирĕн аслă шкулăн хăйĕн талисманĕ пулать», – терĕ яшсемпе хĕрсене уяв ячĕпе саламланă май ЧПУ ректорĕ Андрей Александров. Зал варрине этем çӳллĕш Тăмана тухса тăчĕ. Хăйсен управçине мĕншĕн çак кайăк сăнарĕпе çыхăнтарнине тавçăрса илме кăткăс мар: вырăссемшĕн тăмана – ăс-тăн, анлă тавракурăм палли. Сăмах май, талисманăн чи лайăх эскизне конкурс ирттерсех палăртнă. Пурĕ 20 заявка пулнă. Сумлă жюри машиностроени факультечĕн студенчĕн Кристина Филипповăн ĕçне килĕштернĕ. Кайăка хĕр Ульян ят панă.

Уяв кунĕнче студентсемпе университет преподавателĕсен командисем волейболла та вылярĕç. Юлташла матч 1:1 шутпа вĕçленчĕ – туслăх çĕнтерчĕ!

Пĕлекенсем астăваççех: йăла тăрăх, асăннă праçникре Мускав патшалăх университечĕн студенчĕсем кăрчамапа сăйланаççĕ. Пирĕн студентсем вĕсенчен мĕнпе кая? Андрей Александров ректор пысăк чĕрес умне тăчĕ. Кăмăл тăвакансем унăн аллинчи алтăртан пыллă квас астивсе пăхрĕç.

Ирина Пушкина. "Çамрăксен хаçачĕ". 2017. Кăрлач , 25.