Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выpăс тaтa чăваш фuлoлoгийĕпe жypнaлuстикa фaкyльтетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн II-мĕш (пĕтĕмлетӳ) тапхăрĕ иртет. Унта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче (22.11.2016 ç.) 90–100 балл пухнă шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ.

Черетлĕ ăмăртăва килес кăмăллисен пуш уйăхĕн 17-мĕшĕччен This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон адреспа анкета-заявка ямалла.

Олимпиада çaк адреспа иртет: Шупашкар хули, Университет ypaмĕ, 38-мĕш çурт («Университет» чарăну, троллейбус – 1, 4, 14, 21, маршрут таксийĕ – 32, 35, 49, 52, 63).

Регистраци вăхăчĕпе вырăнĕ: 8.00 – 9.00 (2-мĕш вĕренӳ корпусĕ, фойе). Олимпиада 9.00 сехетре уçăлать.

Шкул ачисен хăйсемпе пĕрле паспорт (вăл пропуск шутланать) пулмалла.

Ыйтусем пулсан ыйтса пĕлмелли телефон: 8-927-666-53-62 (Владимирова Ольга Геннадиевна).