Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Ăна икĕ форматпа йĕркеленĕ:

1) «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе». Вăл Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртрĕ, унта 2016 тата 2017-мĕш çулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ регион олимпиадисен 51 çĕнтерӳçипе призер хутшăнчĕ.

2) «Чăваш чĕлхин илемĕ». Вăл онлайн мелпе Интернетра иртрĕ, унта чăвашла пĕлекен 398 шкул ачипе студент хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче – Чăваш енри шкулсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсем чылайăн, çавăн пекех Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университет, Хусан патшалăх университет, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ хулинчи филиалĕн, Турци Республикинчи университет студенчĕсем те пур.

Олимпиада Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче чыслă та чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Хутшăнакансене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ С.М. Савин, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ В.Н. Иванов саламларĕç. Салам сăмахĕсем çумне çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн пайташĕ Г.Л. Никифоров, жюри комиссийĕн председателĕсем – А.М. Иванова тата А.С. Егорова та хутшăнчĕç.