Майӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн акт залӗнче республикӑри шкул ачисен фольклор коллективӗсен «Шанӑҫ» виҫҫӗмӗш конкурс-фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисене О.Н. Виктopoв хавхалантару сӑмахӗсем каларӗ, А.М. Иванова декан фестивале уҫрӗ. Аслӑ вӑйӑ картине вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студенчӗсем пуҫларӗҫ. Йӗрке тӑрăх фестивале иртнӗ ҫул ҫӗнтернӗ коллектив, Муркаш районӗнчен килнӗ «Шӑпчӑк» ушкӑн уҫрӗ. 20 ача ҫӳрет ҫак ушкӑна. Пурте 4-мӗш класра вӗренеҫҫӗ. Ушкӑн ертӳҫисем Ф.Ф. Григорьевӑпа В.В. Смирнова, вӑйӑҫи А.В. Аникин.

А.В. Лукина ертсе пыракан «Тивлет» ушкӑн Шупашкар районӗнчен килсе ҫитнӗ. Пурте кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем. Фестивальте пӗрремӗш хут пӗччен юрлакан Андреева Валерия пурне те хӑйӗн юррипе савӑнтарчӗ. Анатри чӑвашсен юрри-кӗввипе Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн паллаштарчӗ. Ертӳҫи – Е.Ф. Сорокина.

Муркаш районӗнчи «Хунав» ушкӑн ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗ. Ушкӑн ертӳҫисем Н.М. Кондукторовӑпа Н.Г. Иванова.

Фестиваль малалла тӗп корпус умӗнчи лапамра тӑсӑлчӗ. Аслӑ вӑйӑ картине И.И. Иванов доцент йӗркелесе пычӗ. Чӑваш ача-пӑча юррипе ташши янӑрарӗ урамра. Жюри ачасен ӗҫне тимлӗ пӑхса хакларӗ. Жюрире фестиваль ертӳҫи Г.Г. Ильина (председатель), Чӑваш Республикин тата Раҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ С.Г. Лаврентьева, Чӑваш наци конгресӗн культура тӗп комитечӗн ертӳҫи В.С. Архипова, А.А. Лукина балетмейстер, И.В. Софронова доцент ӗҫлепрӗҫ. С.Г. Лаврентьева коллектив ертӳҫисемпе ӗҫлӗ калаҫу ирттерчӗ, çитменлӗхӗсемпе паха енӗсене палӑртрӗ.

Фестивальте кӑҫал та «Шӑпчӑк» ушкӑн ҫӗнтерчӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Тивлет» ушкӑн тивӗҫрӗ. «Хунавпа» «Ҫӑлкуҫ» ушкӑнсем виҫҫӗмĕш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Факультет кашни ачана пӗчӗк парне парса чысларӗ, Наци конгресӗ, университет библиотеки, Студентсен Канашӗ те парнесем уйӑрчӗҫ.