Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Пирĕн факультет вĕрентекенĕсем университет тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Акă, нарăсăн 29-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче краеведени пайĕн пуçлăхĕ Э.Н. Малеева ертсе пынипе Елен Нарпи çырнă «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеке тăрăх вулав-çавра сĕтел ирттерчĕç.

2016-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕ иртет. Унта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче (10.12.2015 ç.) çителĕклĕ балл пухнă шкул ачисем (пĕтĕмлетĕвĕсемпе ятарлă страницăра паллашма пулать) тата иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăра мала тухнă çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Чăваш Республикин Наци библиотекинче нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче тутар халăх сăвăçин Мусса Джалилĕн 110 çулхи юбилейне халалланă уяв каçĕ иртрĕ.

Хастар та маттур арсемпе каччăсем!

Çĕршыва хӳтĕлекенсен уявĕпе саламлатпăр сире!

Эсир – пирĕн хӳтлĕх, пирĕн тĕрек, пирĕн вăй, пирĕн шанчăк.

ЮНЕСКĂН генеральнăй конференцийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 1999 çултан пуçласа пĕтĕм тĕнчере тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Ăна нарăс (февраль) уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă "çавра сĕтел" тата Э. Алос-и-Фонт калăпланă "Чăваш Республикинчи чĕлхе тăрăмне тĕпчени" (Шупашкар: ЧПГĂИ, 2015) кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен уявĕ çывхарнă май нарăсăн 19-мĕшĕнче факультетра «Салтак юррин сехечĕ» литературăпа юрă-кĕвĕ уявĕ иртрĕ. Мероприятие чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов доцент ертсе пычĕ.