Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăнчĕç: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика шайĕпе иртнĕ «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» наци культурисен II фестивалĕнче, регионти наципе культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен гала-концертĕнче, çавăн пекех Хĕрлĕ лапамра иртнĕ уяв митингĕнче пулчĕç.

Журналистика уйрăмĕн 4-мĕш курс студенчĕ Артем Гаврилов Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçни çинчен пĕлтернĕччĕ-ха эпир. Халĕ вара Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерстви Артем Гаврилова пултаруллă çамрăксене хавхалантармалли премие пама йышăннă.

Юпа уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускавра вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстермелли Академире «Раççей халăхĕсен этнокультура аталанăвĕ тата наци пĕрлĕхне çирĕплетесси» ятпа тăван чĕлхене (çав шутра вырăс чĕлхине те) вĕрентекенсен Раççей шайĕнчи конкурсĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртрĕ. Унта ăмăртăва хутшăннă учительсем ăсталăх урокĕсем, маçтăр классем кăтартрĕç.

Юпа (октябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн интернет-центрĕнче «Раççейпе Китай хушшинчи çыхăнусем: вĕрентÿ опычĕ тата малашлăх аталанăвĕ» видеоконференци иртрĕ.

Вĕренекенсен профсоюз организацийĕ университет студенчĕсем хушшинче Литература çулталăкне халалланă «Ытлари-Пегас» сăвă конкурсĕ ирттерет.

Хаклă шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ноябрĕн 2-7-мĕш кунĕсенче «Грамотей» кĕрхи каникул шкулĕ ĕçлет. Унта вырăс чĕлхипе тарăнрах пĕлӳ илме, вĕреннине аса илсе çирĕплетме, пĕрлехи патшалăх экзаменне, олимпиадăсемпе конференцисене хатĕрленме май пулĕ. Çавăн пекех «Грамотей» шкулта ачасем чĕлхе историне вĕренĕç, лингвистика задачисем шутласа пĕлĕве пуянлатĕç. Занятисене экзамен комиссийĕнче нумай çул ĕçлесе опыт пухнă преподавательсем ирттереççĕ.

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн Асăну кунĕ иртрĕ. Наци библиотеки умĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ скверта министерство представителĕсем, культурăпа искусство деятелĕсем, студентсемпе шкул ачисем, вĕрентекенсем, поэтсемпе писательсем пуçтарăнчĕç.

Артем Гаврилов студент Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерствин 2015 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчи 1131 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Артем Гаврилов студент Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Вĕренӳпе ăслăлăхри ӳсĕмсемшĕн вăл 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016-мĕш çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен кашни уйăхра 2200 тенкĕ стипенди илсе тăрĕ.