Чăваш Ен наци радиовĕ эфира тухнăранпа çак кунсенче 10 çул çитрĕ. Уяв К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Радиостанци коллективне юбилей ячĕпе министерствăсен представителĕсем,

2019 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ йăлана кĕнĕ йĕрке тăрăх çуркуннепе ĕç уявĕн демонстрацине хутшăнчĕ.

Ĕçтешсемпе студентсем университет ялавĕсемпе тата штандарчĕсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, илемлĕ чечексемпе,

2019 çулхи ака уйăхĕн 10-25-мĕш кунĕсенче республикăра Чăваш чĕлхи эрнинче «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» ыркăмăллăх акцийĕ иртрĕ.

Чăваш чĕлхи кунне 1992 çултанпа уявлама пуçланă, ăна чăваш халăхĕн паллă просветительне, чăваш çырулăхне пуçарса янă Иван Яковлевич Яковлева

Шкул ачисем, студентсем, служащисем, шкул тата аслă шкул вĕрентекенĕсем, журналистсем… Çак тĕрлĕ çулсенчи тата тĕрлĕ профессири çынсене пурне те вырăс чĕлхине юратни пĕрлештернĕ. Акан 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Пĕтĕм халăх диктанчĕ – 2019» отличникĕсене саламланă.

2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вырăс литературин кружокĕ ĕçлерĕ. Хальхинче Д.И. Фонвизинăн «Недоросль» комедине пăхса тухрĕç, вуларĕç, анализ турĕç тата инсценировка лартрĕç.

Чăваш патшалăх университетĕнче Тотальнăй диктант отличникĕсене чысларĕç. Кăçал вĕсен шучĕ питĕ пысăк – 75. Чăваш Енре 7-мĕш хут иртнĕ пĕлӳлĕх акцийĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха?

2019 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Ют тĕнчене уç» кружокăн вĕçлев занятийĕ иртрĕ. Вырăс чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентекен кафедра преподавателĕсем Е.А. Кожемякова тата Л.С. Немцева Шупашкарти 59-мĕш шкула çитсе килчĕç.

Хисеплĕ преподавательсем, ĕçтешсем тата вĕренекенсем!

Майăн 1-мĕшĕ – пĕтĕм тĕнчери ĕç халăхĕн пĕр шухăшлăх кунĕ, çуркуннепе ĕç уявĕ!

Сире пурне те май уявĕн демонстрацине хутшăнма чĕнетпĕр.