2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна Раççейрен тата ун тулашĕнчен 400 ытла шкул ачипе студент хутшăнчĕ.

Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта Космонавтика кунне халласа «Космос сăввисем» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенĕ – Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен правительстви пулчĕ.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Пĕтĕм халăх диктанчĕ» акци старт илет. Вăл 8 сехетре чи малтан Владивостокра пуçланать. Каярах, висĕ сехетрен, диктанта Новосибирск хулинче çыраççĕ, 14 сехетре вара – Мускавра тата Санкт-Петербургра.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче «М.В. Ломоносов одисем» темăпа йĕркеленĕ вырăс литература кружокĕ иртрĕ.

Заняти факультетри Пушкин тĕпелĕнче пуçланчĕ. Кружока хутшăнакансем А.С. Пушкин сăввисене аса илчĕç,

Пĕтĕм Раççейри студентсен 53-мĕш наука конференцийĕн эрнинче Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕ Хусан федераллă университетĕнчи Каюм Насыри ячĕллĕ вĕренÿпе культура центрĕпе пĕрле

Чăваш Республикинче нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ иртет.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç халăх юмахĕсем тăрăх лартнă театр миниатюрисен конкурсĕ иртрĕ.

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Шăмăршăри вăтам шкул ачисем,

Чăваш ен çыннисемпе хăнисем Чăваш Республикинче иртекен Германи кунĕсем пынă вăхăтра нимĕç халăхĕн культурипе тата классикĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Нимĕç чĕлхипе культурин фестивалĕ акан 1-мĕшĕнчен тытăнса асăннă уйăхăн 24-мĕшĕчченех тăсăлать.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхин илемĕ» онлайн олимпиада иртет. Ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дистанци мелĕпе вĕренмелли Moodle системинче ирттереççĕ.