2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче, çуркуннехи каникул вăхăтĕнче, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Грамотей» вырăс чĕлхи шкулĕ ĕçлерĕ. Унта Шупашкар тата Елчĕк районĕсенчи шкул ачисем хастар хутшăнчĕç.

2019 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В.В. Путин Красноярскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи ХХIХ универсиада çĕнтерӳçисемпе тĕл пулнă.

Унта пирĕн факультет студентки Лана Прусакова та хутшăннă.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 1–24-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ иртет. «Чăваш енри Германи кунĕсем» проекта Раççей Федерацийĕнчи Германи çĕршывĕн Посольствипе пĕрле И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пурнăçлать.

2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкара Пĕтĕм тĕнчере иртекен вырăс чĕлхи диктанчĕн автоçӳревĕ килсе çитрĕ. Çыравçăсене, писательсемпе блогерсене лартнă автокараван

Çамрăксен ĕçĕсене туса пыракан Федераллă агентство тата Раççей студенчĕсен «Росстуденчество» центрĕ, çавăн пекех çамрăксен «Георгиевцы» пĕрлешĕвĕ тата Раççей Федерацийĕнчи аслă шкул вĕренӳ учрежденийĕсем

2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Ют тĕнчене уç» кружок занятийĕ иртрĕ. Вырăс чĕлхипе иртекен «Грамотей» çуркуннехи шкула çӳрекен ачасем тата факультетри хатĕрленӳ уйрăмĕнче вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем «Чĕлхесем мĕншĕн тĕрлĕрен?» темăна тишкерчĕç,

2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăс литература кружокĕн «XVIII ĕмĕрти вырăс поэзийĕ» темăпа черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Студентсем занятире сăвă çырас ăсталăха тишкерчĕç,

2019 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен ачасем Чăваш патшалăх университетне килсе курчĕç.

Паллашу университетăн истори музейĕнчен пуçланчĕ, музей ертӳçи О.Н. Галошева хăнасене республикăри чи пысăк вузăн аталану тапхăрĕсем пирки каласа пачĕ.