Кăçал чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Николай Васильевич Васильев-Шупуççынни – чăваш литературине никĕслекенĕсенчен пĕри, сăвăç, прозаик, куçаруçă, вĕрентекен, обществăлла деятель – çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вăл «Янтрак янравĕ», «Хитре Чĕкеç» поэмăсем, «Хушка ту», «Çурхи кĕвĕсем» сăвă ярăмĕсем çырнă,

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта учительсемпе вĕренекенсен тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсен тĕл пулăвĕ иртрӗ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче регионти студентсемпе ҫамрăксен «Человек. Гражданин. Ученый» фестивалĕ уҫăлчĕ.

Мероприятие шкул ачисем те хутшăнчĕç, университетпа паллашрĕç.

Чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ И.В. Софронова Хусан университетĕнче юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Г. Тукай ячĕллĕ наци культурипе вĕрентĕвĕн аслă шкулĕнче иртнĕ «Атăл тăрăхĕнчи наци литературисем: культурăсем хушшинчи хутшăнусен ыйтăвĕ» конференцие хутшăнчĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен студентсен театра çӳрес ырă йăла пур. Эрнесеренех вěсем Шупашкарти театрсене çӳресе тĕрлĕ спектакль пăхаççĕ.

Кӳкеçри «Бичурин тата паянхи кун» музейра çулсерен авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Бичурин вулавĕсем» иртеççĕ. Уява паллă ентеше, тухăç тĕнчине тĕпчекен Н.Я. Бичуринăн çуралнă кунне халалланă.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вырăс чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентекен кафедра ĕçченĕсем тарăшнипе вырăс чĕлхин йăлана кĕнĕ олимпиади иртрĕ. Унта университетăн хатĕрленÿ уйрăмĕнче вĕренекен Сири, Ирак, Египет, Замби, Марокко,

Çĕртмен 1-мĕшĕнче журналистика уйрăмĕнче вĕренекен 30 ытла студента «Поехали» телеканалăн «Звуки всюду» телепрограммин пултарулăх ушкăнĕпе тĕл пулма Шупашкарти «Волжский» кинотеатра чĕнчĕç. «Звуки всюду» программа питĕ хăйне евĕрлĕ, мĕншĕн тесен ун ертӳçи Руслан Фаршатов хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле çĕр-шыв