2019 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче спорта кăмăллакан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 300 ытла ĕçченĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019» ăмăртăва хутшăнчĕ.

Ăмăрту кăçалхипе ХХХVII хут иртрĕ.

Паянхи кун пирĕн республикăра çĕр çирĕм сакăр халăх çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ канашсемпе пĕрлĕхсем нумай çул тухăçлă ĕçлеççĕ. Уйăх каялла тĕрлĕ наци çамрăкĕсем те ассамблея туса хучĕç. Унăн пĕрремĕш ĕçлĕ пухăвĕнче пирĕн корреспондент Алена Алексеева пулчĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ паян мĕнле аталанать-ха? Абитуриентсене тата ашшĕ-амăшне мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ? Çак тата ытти ыйтусем çине университет ректорĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Андрей АЛЕКСАНДРОВ хуравлама кăмăл турĕ.

Майӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн акт залӗнче республикӑри шкул ачисен фольклор коллективӗсен «Шанӑҫ» виҫҫӗмӗш конкурс-фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисене О.Н. Виктopoв хавхалантару сӑмахӗсем каларӗ, А.М. Иванова декан фестивале уҫрӗ. Аслӑ вӑйӑ картине вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студенчӗсем пуҫларӗҫ.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Ăна икĕ форматпа йĕркеленĕ:

1) «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе». Вăл Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртрĕ, унта 2016 тата 2017-мĕш çулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ регион олимпиадисен 51 çĕнтерӳçипе призер хутшăнчĕ.

«Университет – ачасем валли» проектпа килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10-мĕш шкулта» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Аттепе Анне çулталăкне халалланă мероприятире 3-5-мĕш классенче вĕренекен 16 шкул ачи хăйĕн чи çывăх çыннине, амăшне, халалланă сăвăсем вуларĕç.

Ака (апрель) уйăхĕн 26 мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕсенче вĕренекен студентсем валли «Чăваш чĕлхи» интернет-олимпиада ирттерет.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш патшалăх университечĕн "Г" корпусĕнчи акт залĕнче республикăри фольклор коллективĕсен III конкурс-фестивалĕ иртет. Унта районти тата хулари шкулсен фольклор коллективĕсем хутшăнаççĕ.