Пĕтĕм халăх диктантне - пиллĕклĕх çырма. Чăваш Патшалăх университетĕнче диктант çырас текенсем валли лекцисем ирттереççĕ, вырăс чĕлхин тĕп правилисене аса илеççĕ.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выpăс тaтa чăваш фuлoлoгийĕпe жypнaлuстикa фaкyльтетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн II-мĕш (пĕтĕмлетӳ) тапхăрĕ иртет. Унта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче (22.11.2016 ç.) 90–100 балл пухнă шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ.

Эрнекун, пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче, 13.00 сехетре 434 аудиторире факультетри профсоюз пайташĕсен суйлавпа пĕтĕмлетӳ пухăвĕ пулать.

Кун йĕркинче ҫак ыйтусем:

1. Профсоюз пуҫлăхĕн отчечĕ (Чекушкина Е.П.).

2. Ҫĕнĕ профсоюз бюровĕ суйласси.

Çут тĕнчере 6000 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать тесе шутлаççĕ паянхи тĕпчевçĕсем. Кашни халăх çынни харпăр хăйĕн чĕлхипе калаçса савăнать, юрлать, вулать. Çын кирек миçе ют чĕлхе пĕлсен те кашнийĕншĕнех мĕн ачаран пупленĕ чĕлхе чи çывăххи те чи хакли пулма тивĕç. Çакна шута илсе-тĕр нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере тăван чĕлхе кунне уявламалли кун тесе палăртнă. Пирĕн факультет та ку уява паллă тăвассинчен аякра юлмарĕ.

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин наци библиотеки Сире 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче

2017 çулхи ака уйăхĕн 10-15-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсен наукăпа практика конференцийĕ иртет. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетчĕ 9-11 классенче вĕренекенсем валли «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» ятпа ятарлă секцисем йĕркелет:

К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн 110 çулне халалланă «Манăн çăлтăр тӳпере» курав иртрĕ, унта 4-мĕш курс студентки Мария Самделова П. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вуларĕ.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççейри аслă шкулсенче Студентсен кyннe паллă турĕç. Çyк кyн 1755 çулта çĕршывăн ун чухнехи патши Елизавета Мускавра университет тата икĕ гимнази уçмалли çинчен Указ алă пуснă. Чиркӳ календарĕ тăрăх вара – Çветтyй Татианa кyнĕ. Асап курнă Татиана студентсен хӳтĕлевçи пулса тăни шăпах çавăнпа çыхăннă.