Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн 110 çулне халалланă «Манăн çăлтăр тӳпере» курав уçăлчĕ. Унта РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.К. Кузьмина, тĕпчевçĕ-чĕлхеçĕ А.П. Хусанкай тата писательсем, таврапĕлӳçĕсем, шкул ачисемпе студентсем хутшăнчĕç. Bырăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультетĕнчен

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ ăс-тăн парса çитĕнтересси нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа яш-кĕрĕмпе çыхăннă актуаллă ыйтусене хускатса тĕрлĕ пулăшу парас тĕллевпе университет ĕçченĕсем тем тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Виç Ипостаçлă Турă ячĕпе лартнă чиркӳ настоятелĕ Игнатий (Суранов) иеромонах учительсемпе чăваш çыравçисене тата аслă шкул ĕçченĕсене

Кăрлачăн 22-мӗшӗнче чăваш халăх поэчӗ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет. Тăван ялӗнчи ун ячӗллӗ музей ӗçлеме тытăннăранпа та 15 çул çитрӗ. Чаплă уява Элкел районӗнчи Сиктӗрмене Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри çыравçăсемпе общество ӗçченӗсем хутшăнма палăртнă, районсенчи ЧНКЦ председателӗсене йыхравланă.

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе студентсем,

хаклă туссем!

Çĕн çул сăнать çут кантăкран,

Килсе шаккать кĕç алăкран.

Чăваш Респубикинче культурăпа тата вĕренӳпе çыхăннă мероприятисем уйăхсерен вуншар иртеççĕ. Пирĕн университет преподавателĕсем те унашкал конкурссемпе фестивальсене час-часах тӳре пулса хутшăнма тăрăшаççĕ. Акă, çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртри тулли мар вăтам шкулта кăçалхипе 8-мĕш хут «Марина Карягина вулавĕсем» ятлă сăвă вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак ятпа Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн администрацийĕпе кунти чăваш наци культурин автономийĕ чылай мероприяти ирттерчĕç. Чăваш Республикинчи Культура Министерстви йĕркеленĕ сумлă делегаци аякри çывăх тăвансене курма, хаклă сăвăçа сума сунине палăртма инçе çула тухрĕ.

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн улттăмĕш онлайн-тапхăрĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи вырăс тата чăваш шкулĕсенче 8-11 классенче вĕренекен 669 шкул ачи хутшăнчĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультечĕ 9-11 класра вĕренекен шкул ачисемпе техникум-колледж студенчĕсем валли «Чăваш литературинчи ĕç çынни теми» интернет-олимпиада ирттерчĕ.