Чăнах çапла. Хальхи вăхăтра ĕнерхи шкул ачисен, тин çеç алла аттестат илнĕскерсен, умĕнче питĕ пысăк яваплă вăхăт: пулас профессие суйласа илмелле. Вĕсенчен пысăк пайĕ Чăваш Енри чи сумлă вузсенчен пĕрне – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне – вĕренме кĕрес кăмăллă. Унта вара ĕç-пуç мĕнлерех, абитуриентсен студент пулас шанăçĕ пысăк-и? Шăпах çак тата ытти ыйту пирки тĕл пулса калаçрăмăр та йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕпе Николай Петровпа.



Николай Аркадьевич, йышăну комиссийĕнче çак кунсенче ĕç вĕресе тăрать темелле. Республикăри чи пысăк университета вĕренме кĕрес текенсем йышлă пулнине йышăну комиссине кĕрсе пăхсанах ăнланса илетĕн.


– Чăваш патшалăх университечĕ, ытти вĕренÿ заведенийĕ пекех, кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче документсем йышăнма пуçларĕ. Паянхи кун тĕлне куçăн майлă вĕренме кĕме 8381 заявлени панă. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 755 чухлĕ ытларах. Кăна акă мĕнпе ăнлантарса пама пулать: пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал вĕренсе пĕтерекенсен шучĕ ытларах. Сăмахран, пĕлтĕр 5300 ача аттестат илнĕ тĕк, 2018 çулта – 6 пине яхăн. Кăçал тата университетра бюджет вырăнĕ те ытларах. Пĕлтĕр 1280 вырăн пулнăччĕ, кăçал – 1567. Ку пире савăнтарать, шкул ачисенчен пысăк пайĕн тÿлевсĕр вĕренме май пур.


Ытти регионтан пĕлÿ илме килес текенсем пур-и?


– Паян ЧПУра Раççейĕн 69 регионĕнчен тата 48 çĕршывран вĕренеççĕ. Малашне те çак кăтарту чакмасть пулĕ тетпĕр.


Пурĕ миçе студент илме палăртнă?


– Бюджет вырăнĕсĕр пуçне контракт майĕпе тата икĕ пине яхăн студент авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕлÿ илме пуçлĕ. Контракт мелĕпе пĕлÿ илекенсен тÿлевĕ, ытти регионпа танлаштарсан, самай пĕчĕкрех. Сăмахран, Тутарстанра медицина факультетĕнче контракт майĕпе вĕренекен студент пирĕннинчен икĕ хут ытларах тÿлет.

Университет çак укçапа тухăçлă усă курать: инфратытăма лайăхлатма, хальхи йышши техника, вĕрентÿ ĕçĕнче питĕ кирлĕ хатĕрсем туянма ярать.


Ас тăватăп-ха: темиçе çул каялла чăваш уйрăмне бюджет вырăнĕ питĕ сахал уйăрнă тетчĕç. Хальхи вăхăтра унта лару-тăру мĕнлерех?


– Пачах паманни те пулнă. Халĕ бюджет вырăнĕ пурĕ 12. Тин çеç унта вĕренме кĕрес текенсен экзаменĕнчен килтĕм, аудиторире 40 яхăн çамрăк ларатчĕ. Журналистика уйрăмĕ пирки те çавнах каламалла. Университет ертÿлĕхĕ ыйтнипе федераци пире пулăшрĕ.


Хăш факультета чи нумай заявлени панă? Çамрăксем мĕнле профессие кăмăллаççĕ?


– Паянхи кун тĕлне каччăсемпе хĕрсем строительство, информатика тата шутлав техники, электроэнерги тата электротехника, медицина, фармаци тата юриспруденци специальноçĕсемпе ытларах кăсăкланни палăрать. Ĕç рынокĕнче экономистсем питĕ нумай тетпĕр пулсан та халĕ те асăннă факультета вĕренме кĕрес текенсем питĕ йышлă. Тухтăр пулас текенсем те нумай. Пĕлтĕр, сăмахран, медицина факультечĕн хăш-пĕр уйрăмĕнче конкурс пĕр вырăна 28 çын пулнă. Хальхи вăхăтра стоматологи уйрăмĕнчи пĕр вырăна 30 ытла çын.


ЧПУра çĕнĕ специальноçпа вĕрентме пуçлаççĕ-и?


– Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче историпе географи факультетĕнче «Публика политики тата социаллă наукăсем» специальноç кĕртнĕ. Ун валли 15 бюджет вырăнĕ уйăрнă. Машфакра бакалавриатăн çĕнĕ – «Çĕр çинчи транспортпа технологи комплексĕсем» – специальноçне уçнă. Çитес çулсенчех историпе географи факультетĕнчен «Çĕр йĕркелĕвĕ тата кадастр» енĕпе пĕрремĕш специалистсем вĕренсе тухĕç.


Абитуриентсем хăйсен студент пулас шанăçĕ пуррине хăçан пĕлме пултарĕç?


– Юлашки вăхăтра документсене электрон майĕпе те йышăнатпăр. Хăш-пĕр кун пин ытла заявлени пани те пулнă. Халĕ куллен 200 ытларах йышăнатпăр. Ытти çĕрти пекех утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче документсене куçăн вĕренмелли уйрăмсене йышăнма чарăнатпăр. Ун хыççăн рейтинг списокне кăларса çакăпăр. Чылайăшĕ хăй вĕренме кĕнине утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕлĕ.


Камăн хушамачĕ пулĕ унта?


– Çăмăллăхсемпе усă куракансен, хăйсен хушшинче чи пысăк балл пухнисен. Тата тĕрлĕ шайлă олимпиадăра çĕнтернисем е ытти майпа палăрнисем пулĕç.


Абитуриентсен хушшинче чи-чи пысăк баллисем йышлă-и?


– Самаях. Вăл е ку предметпа 100 балл пухнисем те пур. Пĕлтĕр университета унашкал 8 ача вĕренме кĕнĕ, студент ята тивĕçнисенчен 27 проценчĕ медалистсем пулнă. Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин, çавăн пекех унăн регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене университет çулленех хавхалантарса пырать: пĕрремĕш семестрта кашни уйăхра академи стипендийĕ çумне тата хушса тÿлет. Çăмăллатнă майпа вĕренме кĕрекенсенчен 118 заявлени илнĕ. Медицина факультетне унашкал 15 вырăна 18 абитуриент тивет. Вĕсен хăйсен хушшинче конкурс пулĕ.


Ял ачисем валли уйрăм çăмăллăхсем пур-и?


– Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăя кĕртнĕ хыççăн хула, ял ачисене пĕр пек условисенче вĕренме илеççĕ, апла пулин те ЧПУра çак шайлашу 50-шар процентпа танлашать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ял ачисен 18-20 проценчĕ çеç вузра вĕренейнĕ. Халĕ ял шкулĕсенче те инженери класĕсем уçни, университет шайĕпе олимпиадăсем, конкурссем ирттерни ял ачисен пĕлĕвне çĕклеме пулăшаççĕ.


Университет хăйĕн техникăпа пурлăх базине ÿстерес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлет?


– Нумай тăрăшать. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ программăна хутшăнса федераци бюджетĕнчен те чылай укçа-тенкĕ илчĕ, хăй ĕçлесе илнĕ нухрата та юсав ĕçĕсене, техника туянма ярать. Хăвăрах куратăр: библиотека корпусне юсама пуçланă, культура керменне мĕнле чаплă туса хунă. Унти аппаратура хулара чи чаплисенчен пĕри шутланать, çавăнпа мероприятисем ирттерес текенсен хушшинче ютрисем те питĕ йышлă. Общежитисенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, халĕ те ĕçлеççĕ, вĕрентÿ корпусĕсене те черетпе çĕнетсе пыратпăр.


Хăй вăхăтĕнче ЧПУн филиалĕсем питĕ йышлăччĕ. Халь ăçта сыхланса юлнă?


– Паянхи куна Улатăрта пур. Унта студентсене экономикăпа тата техника енĕпе вĕренме йышăнатпăр.


Университет, йышăну комиссийĕн ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрăр. Хăвăр çинчен те пĕлес килет.


– Эпĕ чылай çул йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕнче ĕçлетĕп. Историпе географи факультетĕнче археологи, этнографи тата регионти истори кафедрине ертсе пыратăп. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ.


Надежда СМИРНОВА.

"Хыпар" хаçат. 2018 çул. Июлĕн 24-мĕшĕ.