Кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

Диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13:00 сехетре Шупашкарти тĕрлĕ лапамра (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче) çыртарĕç. Унсăр пуçне текста «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче вулĕç.


«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Чăваш наци радиовĕн редакторне Алексей Александрова (Сантăр Элтиярне) çирĕплетнĕ, вăл – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ.


Диктант текстне театрпа, Тани Юн пултарулăхĕпе çыхăнтарнă; текст авторĕ – Владислав Николаев журналист тата çыравçă.


Пĕтĕм чăваш диктантне çырас кăмăллисене 12 сехет те 50 минут тĕлне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне çитме йыхравлатпăр, адресĕ: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш хутри 434-мĕш пӳлĕм.


Хапăл туса кĕтетпĕр!