Диктанта хăвăр пурăнакан е ĕçлекен вырăнтах çырмалла.
Диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 Fm, 105.0 Fm тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тӳрĕ эфирта вулаççĕ, çавăн пекех ăна Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче (http://www.ntrk21.ru/radio е http://www.ntrk21.ru/tavan-radio) «Тӳрĕ эфир» каçăпа кĕрсе итлеме пулать.
Диктант çырмалли бланка маларах пичетлесе хатĕрлеме пултаратăр. Диктанта алпа çырма е копьютерпа пичетлеме юрать. Диктант çырса пĕтернĕ хыççăн ăна сканерласа е фотоаппаратпа / телефонпа ӳкерсе илсе 10-15 минут хушшинче Этот адрес электронной почты защищён от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра. адреспа ярса памалла.
Ахаль хут çине çыракансен вара çакна палăртма манмалла мар: Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар) Миçе çулта?