21-мĕш ĕмĕр – çĕнĕ технологисен тапхăрĕ. Кашни утăмрах телефонпа е компьютерпа усă курса ĕçленĕ вăхăтра этем, паллах та, хăйĕн пурнăçне коммуникаци тытăмĕпе тачă çыхăнтарма тытăнчĕ. Сенкер экранта е пĕр-пĕр хаçат- журналта-и, урамра е транспортра-и – пиртен каншиех рекламăпа тĕл пулать. Реклама сăмахĕсем (урăхла каласан, слогансем) ҫынсен хăш-пĕр хутшăнăвне йĕркелеççĕ, вӗсен психологипе социокультура тавракурăмне витӗм кӳреççĕ.


И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш паташалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлӳ пухакан студентсем «Человек. Гражданин. Ученый – 2020» ятпа пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен наука фестивальне хастар хутшăнчĕç. Чăваш филологи уйрăмĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренекенсем шăпах реклама валли янăравлă сăмахсем шухăшласа кăларас енĕпе тупăшрĕç. Вĕсем Чăваш Ене халалласа «Пĕрле» сăмахпа çыхăнакан калăрăшсемпе сăвă йĕркисем шăрçаларĕç.


Вĕсенпе сире те паллаштарас терĕмĕр:


Чи кирли – эпир туслă. Пуринчен ытла – эпир пĕрле (Яковлева Д.)


Пĕрле пулсан эпир никам ҫĕнтерейми вăйлă (Яковлева Д.)


Халăх пĕрле пулсан инкек те сирĕлет (Яковлева Д.)


Ыр курса пĕрле пурнар-и? (Артемьева О.)


Пирĕн малашлăх пĕрлĕхре! (Иванова А.)


Çитĕнӳ никĕсĕ – пĕрлĕхре (Адюкова Ю.)


Пĕрлĕхре вăй (Лапшина О.)


Пĕрле ĕҫлени – ăнăҫу (Лапшина О.)


Чи кирли пĕрлĕх, чи кирли туслăх (Лапшина О.)


Пĕрлĕх – шухăшсем пĕр килни (Лапшина О.)


Пĕр тĕллев пĕрлештерет (Лапшина О.)


Пĕрле пулсан ҫитĕнӳ пулатех (Лапшина О.).