Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем Татьяна Матросова, Полина Васильева, Анастасия Сидорова тата чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Е.П. Чекушкина çĕртмен 9-11-мĕш кунĕсенче Чĕмпĕр тăрăхĕнче пулса курчĕç.


Çулçӳрев тĕллевĕ – чăваш ачисем канакан çуллахи лагерьте тĕлпулусем ирттересси. Акă, июнĕн 10-мĕшĕнче Чăнлă районне кĕрекен Кивĕ Улхаш шкулĕнче «Туслăх кĕперĕ» çуллахи лагерь уçăлчě. Чăваш ачисене уявпа саламлама район администрацийĕнчен те, «Аквабиом» предприятирен те, Чăваш патшалăх университетĕнчен те çитрĕç. Уяв савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Официаллă саламсем хыççăн интереслĕ çынсемпе тĕлпулусем пуçланчĕç. Пирĕн студентсем университет çинчен каласа кăтартрĕç.


Чăваш ялĕнчи ачасем ку саманара вырăсланса пыни канăç памасть аслă ăрăва. Çавăнпа кĕçĕннисене халăхăн ташши-юррине, культурине вĕрентсе ӳстереççĕ. Çĕртмен 11-мĕшĕнче те пирĕн кун тухăçлă иртрĕ. 5-8 класс ачисемпе пултарулăх тĕлпулăвĕ тата хаваслă викторина ирттертĕмĕр. Чăваш ачисем, пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнаканскерсем, конкурс вăхăтĕнче чиперех чăвашла калaçни савăнтарчĕ пире.


Паллах, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсене хăйсен чĕлхине, хăйне евĕрлĕхне упраса пурăнма хамăр республикăра пурăнаканнисенчен чылай йывăртарах. Чăн чăваш чунлă Лидия Валерьевна Романова пуçарнипе вара ку шкулта кăçал «Туслăх кĕперĕ» проекта хута янă. Надежда Кузминична Шахина шкул директорĕпе ытти учительсем те питĕ маттур. Тав вĕсене!..