Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче çулсеренех И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне, унăн Халалне тишкерсе лекцисем вулаççĕ.

Филологи ăслăхĕсен кандидачĕ Ираида Васильевна Мукина ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр пултарулăхĕн çул-йĕрне тимлесе студентсемпе уçă калаçу ирттерчĕ, И.Я. Яковлев Халалĕн пĕлтерĕшĕ, историри вырăнĕ пирки каласа пачĕ.


Наци ăнланулăхне çÿллĕ шая çĕклекен хăватлă Чун халалĕнче Патриархăмăр тăван йăхташĕсене чĕререн чĕнсе калани те, ырă сунни те, ÿкĕтлени те, хушни те, пехиллени те, асăрхаттарса тата ĕнентерсе çирĕплетни те, пире юратнă ачисем пек курса ăс пани те хăватлă вăйпа тапса тăрать.


Çынлăха, тăван халăха юратнипе çыхăннă чăн-чăн патриотизмпа гуманизм хăватне, этемлĕхĕн ĕмĕрхи чун ăшăлăхне çав таранччен витĕр курса ăнланнине хаклас пулсан чăваш халăхне панă Халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвĕсене ăнлантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăма тивĕçлĕ. Юратнă чăвашсене шанни, вĕсен ырă пуласлăхне ĕненни Иван Яковлевичăн таса кăмăл-сипетне, пуян ăс-тăнне кăтартса парать.


«И.Я. Яковлевăн Чун халалĕнче – Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăç тĕллевĕпе çыхăннă ăнлавĕ, обществăшăн, патшалăхшăн, халăхшăн ĕçлесе пурăнас, тăван халăхăн кăмăл-сипетне, чун хавалне пуянлатас тата унăн культурăпа пĕлÿ шайне çĕклес ăнтăлăвĕ», – палăртрĕ И.Я. Яковлев еткерлĕхне тарăннăн тĕпчекен ăсчах.


И.Я. Яковлевăн сăваплă та пархатарлă ĕçĕ ăруран ăрăва куçса пытăрччĕ!