Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе. Традици мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех, ялсенче, районта ятарлă вырăнсенче те çырма май пур. Диктант текстне Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем пурăнакан вырăнта та çырма пултараççĕ.
Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли консультаци ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 313 аудитори) ирттереççĕ.
Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче диктант çырма кăмăл тăвакансене ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13.00 сехет тĕлне çак адреспа кĕтетпĕр: Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 434-мĕш пӳлĕм (вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ). Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 919 67 07 449 (Алена Михайловна Иванова).
Пурне те, пурне те – хапăл туса кĕтетпĕр!