Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Вăл 13 сехетре пуçланать.
Йĕркелӳ комитечĕ ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи ларăвĕнче кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» сăн-сăпатне çирĕплетрĕ. Вăл – Мария Самделова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студентки, Наци радиовĕн дикторĕ.
Диктанта «Тăван радио» тата Наци радиовĕн эфирĕсенче вулама та ăнах шанчĕç.
Мария Самделова 1996-мĕш çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Патăрьел районне кĕрекен Упамса ялĕнче çуралнă. 2011-мĕш çулта Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки пулса тăнă. Хальхи вăхăтра вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш филологи уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, унсăр пуçне Чăваш наци радиовĕн редакторĕ, дикторĕ пулса ĕçлет, «Ирхи кăмăл» кăларăм ертсе пырать.
«Патăрьел чăваш пики – 2013» кoнкypc çĕнтерӳçи, «Регионсем хушшинчи чăваш пики – 2015», «Раççей чăваш пики – 2016» конкурссен финалистки. Пултарулăхпа илем конкурсĕсенчи унăн тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ – «Çулталăк моделĕ – 2016» титула çĕнсе илни.
Раççей шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕсенче чи мала тухнине çирĕплетекен диплом та чылай «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан Марийăн. Вăлах – Раççей Федерацийĕнчи республикăсен патшалăх чĕлхисемпе ирттернĕ олимпиадăн çĕнтерӳçи (Мускав, 2016).
Сăвăсемпе тĕрленчĕксем çырма кăмăллать. Баскетболпа волейболла, теннисла вылясси, йĕлтĕрпе чупасси те уншăн чун киленĕвĕ.
Марийăн тĕллевĕ – университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухасси, «Вĕренӳ отличникĕ – 2017» медале тивĕçесси, малашлăхра Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче ĕçлесси, чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса пысăк йĕр хывасси.
Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ çырма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.
Хăнăхнă мелпе çырас кăмăллисене 12 сехет те 50 минут тĕлне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çитме йыхравлатпăр, адресĕ: Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш хутри 434-мĕш пӳлĕм. Хапăл туса кĕтетпĕр!