2019 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисемпе тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫура Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшăннă. Спортсменсемпе ҫавра сĕтел хушшинче республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Раҫҫей Федерацийĕн фристайл енĕпе пĕрлештернĕ ушкăн аслă тренерĕ Никита Васильев, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Валерий Васильев, «СШОР № 2» БУ директорĕ Николай Николаев тата спортсменкăн аслашшĕ Юрий Абрамов пулнă.

Красноярск хулинче иртнĕ хĕллехи Универсиадăра ылттăн медале тивĕҫнĕ Лана Прусаковăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чун-чĕререн ăшшăн саламланă.

«Эсир – маттур! Пĕтĕм тĕнчене ырă тĕслĕх кăтартса патăр, ҫĕнтерӳҫĕ пулса тăтăр. Чăваш Ен халăхĕ Сирĕнпе мăнаҫланать. Спортсменсем пурте, Эсир ҫĕнтерӳ тунишĕн хĕпĕртеҫҫĕ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Арҫынсен хушшинче иртнĕ ăмăртусенче Шупашкар каччи, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче ăс пухакан студент Дмитрий Мулендеев хастар пулнă, ҫивĕч тупăшура пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Ăна та Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Тренерсене паха спортсменсем хатĕрлесе кăларнăшăн мухтанă Михаил Игнатьев.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче спортсменсем республика Пуҫлăхĕнчен хăйсене тăван кĕтесре спортпа ытларах туптанма май паракан объектра пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пуянлатма ыйтнă. Ятарлă вырăнсем пулсан, тата та ăсталăха ӳстерсе пыма меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем сăмаха малалла тăсса.

Михаил Игнатьев вĕсен сĕнĕвĕсене итленĕ, ӳлĕмрен чăнласах та, спортăн ҫак тĕсĕпе ачасем ытларах аталанасса шанса каланă.

«Эпĕ питĕ лайăх ăнланатăп, пысăк ăмăртусене хатĕрленнĕ чухне, тăхтавсем пулмалла мар, кулленех ăсталăха туптамалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Спорт объектне ҫитес тапхăр валли хатĕрлеме тăрăшмаллине, вăл ĕҫе Чăваш Республикин Спорт министерствипе республика Правительствин тачă ҫыхăнса йĕркелесе пымаллине палăртнă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Лана Прусаковăна тата унăн тренерне Никита Васильева патшалăх наградине медаль ордена пани пирки Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Кунсăр пуҫне Дмитрий Мулендеевпа Валерий Васильева Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехете парса чысланă.


Чăваш Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-служби