2019 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, яланхи пекех уйăх вĕçĕнчи юлашки юнкун, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче тĕрлĕ культурăсем хушшинчи çыхăнăва тишкерекен-тĕпчекен «Ют тĕнчене уç» ятлă кружокăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Хăнана акăлчан чĕлхипе кăсăкланакан Шупашкарти 44-мĕш лицей тата уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 41-мĕш вăтам шкул ачисем килчĕç. Кружок ларăвĕнче çавăн пекех пирĕн университетри хатĕрлев уйрăмĕнче ăс пухакан, Раççейе Шри-Ланкирен килнĕ Гангаатаран Тулаши тата Мексика çынни Луис Владимир Рамирес Вега та пулчĕç. Вĕсем кунта вырăс чĕлхи вĕренеççĕ.
Хăй çĕршывĕ пирки Тулаши шкул ачисене акăлчанла каласа пачĕ, асра юлакан презентаци кăтартрĕ. Ачасем Шри-Ланки историйĕпе тата культурипе, унăн географийĕпе, çутçанталăкĕпе, илемлĕ тата çул çӳрекенсем юратакан вырăнĕсемпе паллашрĕç, çак пĕчĕк, анчах çутçанталăк илемĕсемпе палăрса тăракан çĕршывра мĕнле халăхсем пурăннине пĕлчĕç.
Шри-Ланкипе паллашнă хыççăн ачасем презентаци тăрăх хатĕрленĕ вырăсла викторинăра хутшăнчĕç. Тĕрĕс хуравшăн кашниех пылак приз илчĕ. Туслă лару-тăрура чейпе тата канфетпе сăйланнă хушăра кружока çӳрекенсем Тулашипе тата Владимирпа калаçрĕç. Тулаши шкул ачисене хăйĕн тăван тамильск, Владимир вара испан чĕлхипе паллаштарчĕç. Пурне те хаваслă та интереслĕ пулчĕ. Сывпулашнă май ачасем пирĕн кружока татах та килес кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.
Тĕрлĕ культурăсем хушшинчи çыхăнупа кăсăкланакансене пурне те пирĕн кружока çитсе курма чĕнетпĕр!