2019 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕрремĕш онлайн тапхăрĕ иртрĕ.

Унта Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 8-11-мĕш классенче вĕренекен 300 ытла шкул ачи хутшăнчĕ.


Олимпиадăна хутшăнакансем Интернет урлă тест ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Чи пысăк балл пухса I, II, III вырăн йышăннă ачасем иккĕмĕш турта хутшăнĕç.


Кăçал «Сенкер инçет» олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнмалли условисем улшăннă.

2019-мĕш çулхи «Сенкер инçет» олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрĕ – пултарулăх конкурсĕ пулĕ.


Пĕрремĕш турта çĕнтернĕ ачасен ака (апрель) 1-мĕшĕччен çак темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çырмалла та олимпиадăн йĕркелӳ комитетне электрон почтăпа ярса памалла.


Сочинени темисем:

1. Театр вăл – чăн пурнăç тĕкĕрĕ.

2. Кино е театр?

3. Пурнăç вăл – театр, эпир вара – актерсем.


Çыру ĕçне çакăн пек правилăсене пăхăнса йĕркелемелле:

сочинение чăвашла çырмалла, компьютерпа çапмалла, 300 сăмахран ытла пулмала мар, шрифт – 14, Times New Roman, А4 формат, пур поля та – 2-шер сантиметр, йĕркесем хушши – 1,5 интервал.


Сочинени вĕçенче автор хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне кăтартмалла, класс, шкул ятне, наука ертӳçи кам пулнине çырмалла.


Сочинение ака (апрель) 1-мĕшĕччен This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон адресĕпе ярса памалла.


Иккĕмĕш тура хутшăннă ачасене электрон почтăпа сертификатсем ярса паратпăр, призерсемпе çĕнтерӳçĕсене – дипломсем.


«Сенкер инçет – 2019» олимпиадăн пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем:

Чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсем), 8-9 кл.

Чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсем), 10-11 кл.

Чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсем), 8-9 кл.

Чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсем), 10-11 кл.