Ака (апрель) уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче пĕтĕм тĕнчипех вырăс чĕлхи диктантне çырĕç. Чăваш енре ку мероприяти çиччĕмĕш хут иртĕ, анчах диктантăн автоçӳревне Шупашкар кăçал пĕрремĕш хут кĕтсе илсе йышăнĕ. Унта хутшăнакансене тĕрлĕ конкурссем, вырăс чĕлхине халалланă лекцисем, савăнăçлă тĕлĕнтермĕшсем кĕтĕç.


Раççей почти пĕтĕм çĕршывĕпех диктант çырмалли ятарлă ручкăсем салатма пуçларĕ. «Berlingo» фирма парнеленĕ 300 пин ручкăна поездсемпе те самолетсемпе 526 ял-хулана çитерĕç. Йĕркелӳ комитечĕ палăртнă тăрăх, кăçал пĕтĕм тĕнчипе пурĕ 250 пине яхăн çын диктант çырма ларĕ.


«Ăс-хакăлпа пĕлӳлĕх» ручкисем Шупашкара та килсе çитрĕç, вĕсене диктант çырнă кун валеçĕç.


«Раççей почти» управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара диктант логотипне ӳкернĕ конвертсем те пичетленсе тухнă, кĕçех вĕсем пĕтĕм çĕршывĕпех вĕçсе саланĕç.


Ку конвертсене пирĕн республикăн тĕп хулинче те кĕтеççĕ. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче диктант ирттермелли тĕп площадкăра – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче – çав конвертсем çине ятарлă сувенир штемпельне çапма хатĕрленеççĕ. Кăмăл тăвакансем тата чăн-чăн çыру çырса, ăна диктант конвертне чиксе, куçса çӳрекен почта ещĕкне яма пултараççĕ.


Тĕп хуламăрти автобус-троллейбус чарăнăвĕсенче диктантăн илемлĕ афишисене курма пулать. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Шупашкар» универмаг умне виçĕ ятарлă автомобиль – Диктант караванĕ – килсе çитĕ, вăл хăйĕн çулçӳревне пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Владивостокран пуçланă та ака уйăхĕн 13-мĕшчен Таллин таран çитме палăртнă.


Пĕтĕм тĕнчере иртекен вырăс чĕлхи диктанчĕн регистрацийĕ ака (апрель) уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçланать. Диктант çырма тăрăшсах хатĕрленекенсем totaldict.ru сайтри онлайн-шкулта вырăс чĕлхи правилисене аса илме, пĕлĕве çирĕплетме пултараççĕ. Çавăн пекех И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт) кашни эрнекун «Русский по пятницам» занятисем иртеççĕ, вĕсем 18.00 сехетре 528-мĕш аудиторинче пуçланаççĕ.


Чăваш енре вырăс чĕлхи диктантне ирттерес-йĕркелес ĕçе «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ те хастар хутшăнать.