Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Чебоксары Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче Чăваш енри Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта иртнĕ çул чи лайăх çитĕнӳ тунă спортсменсемпе тренерсен ячĕсене палăртнă.


«Чăваш Республикин 2018-мĕш çулти чи лайăх спортсменĕ» ята Чăваш патшалăх университечĕнчи журналистика уйрăмĕнче вĕренекен Лана Прусакова студентка тивĕçнĕ.


Лана – Раççей спорт мастерĕ, фристайл енĕпе тĕнчери ăмăртăва хутшăнса бронза медале тивĕçнĕ, 2018-мĕш çулхи хĕллехи Олимп вăййисенче хутшăннă.