2019 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен ачасем Чăваш патшалăх университетне килсе курчĕç.

Паллашу университетăн истори музейĕнчен пуçланчĕ, музей ертӳçи О.Н. Галошева хăнасене республикăри чи пысăк вузăн аталану тапхăрĕсем пирки каласа пачĕ.


Унтан вĕренекенсем валли ятарласа техника факультечĕсем тăрăх йĕркеленĕ экскурси пулчĕ. Ачасем университетри профориентаци Центрĕн ертӳçипе О.Н. Васильевăпа пĕрле энергетика тата электротехника, çавăн пекех радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕсен лабораторийĕсемпе паллашрĕç.


Шкул ачисем медицина факультетĕнчи анатоми музейĕнче те пулчĕç, интереслĕ экспонатсем пирки пĕлчĕç.


Пулас абитуриентсем Университет урамĕнчи 38-мĕш çуртра вырнаçнă корпуссене те çитрĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика деканĕ А.М. Иванова тата деканăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.А. Обжогин 11-мĕш класс ачисене университетра пĕлӳ илнин паха енĕсем пирки, вĕренме кĕмелли экзаменсемпе йышăну йĕрки, стипендисем çинчен каласа кăтартрĕç, пулас экзаменсенче ăнăçу сунчĕç.


Шкул ачисем университетăн Культура керменне, спорт комплексне тата Наука библиотекине те кĕрсе тухрĕç, студентсен интереслĕ пурнăçне куçпа курса ĕненчĕç.