2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкара Пĕтĕм тĕнчере иртекен вырăс чĕлхи диктанчĕн автоçӳревĕ килсе çитрĕ. Çыравçăсене, писательсемпе блогерсене лартнă автокараван мартăн 11-мĕшĕнче Владивостокран тухнă та диктантăн тĕп хулине – Эстонири Таллин хулине çитме тĕллевлет.


Чăваш енĕн тĕп хулинче диктантăн автоçӳревçисем икĕ мероприяти йĕркелерĕç: «Шупашкар» суту-илӳ çурчĕ умĕнче хула çыннисемпе тĕл пулса вырăс чĕлхи çинчен калаçрĕç, чĕлхене мĕнле пĕлнине тĕрĕслекен тестсем çыртарчĕç тата Наци библиотекинче Ильдар Абузяров çыравçăпа тĕл пулу ирттерчĕç.