2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Ют тĕнчене уç» кружок занятийĕ иртрĕ. Вырăс чĕлхипе иртекен «Грамотей» çуркуннехи шкула çӳрекен ачасем тата факультетри хатĕрленӳ уйрăмĕнче вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем «Чĕлхесем мĕншĕн тĕрлĕрен?» темăна тишкерчĕç, вырăс, араб, испан, лаос, туркмен чĕлхисен тытăмне пăхса тухрĕç.


Тишкерӳ тунă май ачасем мĕншĕн араб чĕлхинче иккĕлле хисеппе ытларах усă курнине, вырăс чĕлхинче вара ку форма фразеологизмсенче çеç упранса юлнине пĕлчĕç. Вырăс, араб, испан, лаоссо, туркмен сăмахĕсене каласа пăхнă хыççăн пĕтĕмлетӳ турĕç: лаос чĕлхинче тон пысăк пĕлтерĕшлĕ иккен, вăл Азинчи ытти чĕлхесемшĕн те характерлă.


Ачасене вырăс тата туркмен чĕлхисен падеж формисем те интереслентерчĕç. Çак икĕ чĕлхе хушшинче уйрăмлăх нумай, мĕншĕн тесен пĕри флективлă, тепри агглютинативлă чĕлхе.

Кружок интереслĕ, усăллă, ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ.