2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче, çуркуннехи каникул вăхăтĕнче, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Грамотей» вырăс чĕлхи шкулĕ ĕçлерĕ. Унта Шупашкар тата Елчĕк районĕсенчи шкул ачисем хастар хутшăнчĕç.


«Грамотей» шкулта чылайăшĕ пĕрремĕш хут мар, хăшĕ-пĕри çуллахи тата кĕркуннехи шкулсене те çӳреме ĕлкĕрнĕ, ку вĕсемшĕн усăллă та интереслĕ пулчĕ. Ачасем илĕртӳллĕ мелсемпе усă курса чĕлхемĕрĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе паллашрĕç, вăтам çулхисем хăйсен пĕлĕвне тарăнлатма тĕрлĕ правилăсем аса илчĕç, олимпиадăна хутшăнакансем чĕлхери кăткăс ыйтусене тишкерчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансем патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма пĕлӳ пухрĕç.


«Грамотей» шкула çӳренĕ хастарсене ăнăçу сунатпăр. Малашнехи шкулсене хапăл туса кĕтетпĕр!