Хыпарсем
Факультетра француз чĕлхине халалланă "Vive le français!" уяв иртрĕ
Программăра француз чĕлхин хальхи вăхăтри вырăнĕпе пĕлтерĕшне тишкерекен виçĕ доклад пулчĕ, çавăн пекех франци тата бельги поэчĕсен илемлĕ сăввисем янрарĕç, француз юррисем шăранчĕç. Пултарулăх каçĕнче куракансене уйрăмах «Виççĕ хушас пиллĕк» юрă кăмăла кайрĕ. Француз чĕлхипе культурине халалласа ирттернĕ уяв пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.