Хыпарсем
Нимĕç чĕлхипе культурине халалласа «Нимĕçсен Раççейри историйĕ: пĕр тăван Гумбольдтсен эткерĕ» лекци иртрĕ
А. Гумбольдт – нимĕç тĕпчевçи, паллă энциклопедист, физик, географ, метеоролог, ботаник, зоолог, çулçӳревçĕ, географи ăслăлăхĕнчи ӳсен-тăран ячĕсене тата геомагнетизм теорине пуçарса яраканĕ. Тĕпчевçĕ Кăнтăр тата Çурçĕр Америкăра, I Николай император чĕннипе Раççейре те пулса курнă. Вăл Китай тата Раççей çĕршывĕ урлă хĕвеланăç Европа таран метрологи станцийĕсене йĕркеленĕ.
Унăн пиччĕшĕ – Вильгельм Гумбольдт – патшалăх службинче вăй хунă. Вăл пурăннă вăхăтра Пруссен академи науки тата Берлин университечĕ уçалнă, пуçламăш шкулсем те чиркӳрен уйрăлнă. Тĕпчевçĕ професси шайĕнчи лингвист мар пулсан та, чĕлхе пĕлĕвĕн аталанăвне пысăк витĕм кӳнĕ, унăн «Ява утравĕнчи кави чĕлхи» кĕнеки пысăк пĕлтерĕшлĕ.
«Нимĕçсен Раççейри историйĕ: пĕр тăван Гумбольбтсен эткерĕ» лекци усăллă та интереслĕ иртрĕ.