2019 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Ăслăлăх эрнине уçрĕç. Пĕтĕм Раççейри студентсен 53-мĕш наука конференцине кăçал Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă.


Мероприятие хутшăнакансене факультет деканĕ А.М. Иванова тата деканăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ Е.Р. Якимова саламларĕç.


«Наука мероприятийĕсене хутшăнни аталанма, тавракурăма анлăлатма, çĕннине пĕлме, интереслине шыраса тупма пулăшать», – терĕç вĕсем.


Ăслăлăх эрнин пуçламăшĕ факультетра кăçал урăхларах форматпа иртрĕ. Яланхи пек, студентсем мар, Шупашкар хулинчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен кĕçĕн класс ачисем – хулари наука конференцийĕн çĕнтерӳçисем – тухса калаçрĕç.


Стафик Ксения, Тимофеева Вика тата Карзаков Арсений çамрăк тĕпчевçĕсем наука доклачĕсем вуламалли чăн-чăн маçтăр-класс ирттерчĕç, Раççейри канфет фабрикисен историйĕпе аталанăвĕ, генеалоги йывăçĕпе çемьен йăх тымарĕ, тăмран тунă савăт-сапа вăрттăнлăхĕсем çинчен тĕлĕнмелле чаплă каласа кăтартрĕç.


Меропроияти студентсен наука секцийĕсем ĕçленипе малалла тăсăлчĕ.

Кăçал факультетра 70 ытла секци ĕçлĕ.