Чăваш Республикинчи нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри – «Эпĕ нимĕç чĕлхине чăнахах та пĕлетĕп-и?» олимпиада. Вăл ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ, унта 61 вĕренекен – шкул ачисем, студентсем, аспирантсем хутшăнчĕç.


Олимпиадăна Чăваш патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен факультечĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Конкурс тĕллевĕ – нимĕç чĕлхине вĕренес кăмăла ӳстересси. Олимпиада заданийĕсем темиçе пайран пулчĕç: аудировани, вулав, лексикăпа грамматика, çыру тата çĕршыв çинчен пĕлесси. Олимпиада çыракансем палăртнă тăрăх, конкурс ыйтăвĕсем кăткăс, анчах интереслĕ пулчĕç.


Олимпиадăна хутшăнакансене сертификатсем, çĕнтерӳçĕсене дипломсем парса чысласси ака уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче иртĕ.