2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче журналистика кафедринче «Журналистика историйĕн, теорийĕпе практикин çивĕч ыйтăвĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие паллă журналист, çыравçă, ăсчах пулса ĕçленĕ ПЕТРОВ Константин Константинович (1924-2007 гг.) çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă.



Чăваш патшалăх университетĕнче нумай çул хушши журналистика кадрĕсене хатĕрлес ĕçре вăй хунă К.К. Петровăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăх биографийĕ çинчен журналистика кафедрин ертӳçи А.П. Данилов тата Г.В. Хораськина, Л.А. Васильева, М.Г. Данилова, О.Р. Студенцов доцентсем каласа кăтартрĕç.


«Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ-директорĕ Т.Г. Вашуркина массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлесе пухнă пысăк опычĕпе паллаштарчĕ, журналистика ĕçне йĕркелессинче çĕнĕ меслетсемпе усă курни çинчен каласа пачĕ.