«Пĕр тан калаçу» федераллă проекта пурнăçланă май 2019 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн факультетри журналистика уйрăмĕн студенчĕсем «Чăваш ен» телерадиокомпани директорĕпе Е.А. Канюкапа йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăнчĕç.
«Медиасферăри ăнăçу. Нумайăшĕнчен пĕри е нумайăшĕнчен пĕрремĕшĕ» темăна тишкересси чĕрĕ, интерактивлă формăра иртрĕ. Ыйтусемпе вĕсен хуравĕсем мероприятие хутшăнакан студентсенчен çеç мар, дискусси клубĕн спикерĕнчен те пулчĕç.
Студентсем медиаиндустрире карьера мĕнле тумаллине, çак сфера мĕнпе интереслине, ăнăçу тумалли ятарлă формула пуррипе çуккине тишкерчĕç, кунсерен тĕл пулакан кăткăс ыйтусен хуравĕсене тупрĕç.
Екатерина Анатольевна практикăри интереслĕ тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсене аса илчĕ, пулас журналистемпе медиаволонтерсене хаклă сĕнӳсемпе канашсем пачĕ. Тĕлпулу пысăк усăллă пулчĕ.