Нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ пынă май Чăваш патшалăх университетĕнче ака уйăхĕн 4 тата 5-мĕш кунĕсенче «Чăматанри нимĕç чĕлхи» анимациллĕ уроксем иртрĕç. Занятие Чăваш республика вĕренӳ институчĕ çумĕнче ĕçлекен Гёте институчĕн ресурс центрĕн ертӳçи, Чăваш Республикинчи «Нимĕç чĕлхи – иккĕмĕш ют чĕлхе» проектăн координаторĕ В.Ю. Кириллова ирттерчĕ.


Вăйă формипе йĕркеленĕ мероприятие Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультет студенчĕсемпе преподавателĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ нимĕç чĕлхине унччен малтан пĕрре те вĕренмен, хăшĕ-пĕри вара «тĕлĕрекен» нимĕç чĕлхипе – вĕреннĕ те манса кайнă. Урока хутшăнакансем вăйă-кулă мелĕпе пĕр-пĕринпе сывлăх сунма, паллашма, сывпуллашма вĕренчĕç, çĕнĕ сăмахсем ăса хыврĕç, Германи çĕршывĕпе паллашрĕç.


«Чăматанри нимĕç чĕлхи» ята ахаль шутласа кăларман. Шăпах çак пысăк симĕс чăматанра Гёте институчĕ хатĕрленĕ интерактивлă «асамлă» вăйăсем, дидактика материалĕсем упранаççĕ, вĕсем нимĕç чĕлхине тĕрлĕ ӳсĕмрисене хăвăрт та кăсăклă вĕрентме пулăшаççĕ.


Анимациллĕ урок вĕçĕнче кашни вĕренекен пĕчĕк парнеллĕ пулчĕ, ют чĕлхе вĕреннĕ чух методика пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.