Чăваш Республикинче нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ иртет.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç халăх юмахĕсем тăрăх лартнă театр миниатюрисен конкурсĕ иртрĕ.

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Шăмăршăри вăтам шкул ачисем, çавăн пекех Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем чăн-чăн уяв йĕркелерĕç, пĕртăван Гримсен тăван чĕлхипе çырнă «Юрпикепе çичĕ гном», «Ылтăн хур», «Бремен музыканчĕсем» юмахсем тăрăх литературăпа музыка композицийĕсем кăтартрĕç.


Илĕртÿллĕ костюмсем, тĕлĕнмелле декорацисем, актерсен ăсталăхĕ, илемлĕ кĕвĕ-çемĕ… Куракансем хăйсене асамлă юмах тĕнчине лекнĕн туйрĕç.


Конкурсантсен пĕтĕмлетĕвĕсене жюри çакăн пек хакларĕ:

I вырăн – Шăмăршăри вăтам шкул;

I вырăн – Чăваш патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем;

II вырăн – Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 5-мĕш номерлĕ вăтам шкул;

II вырăн – Шупашкар хулинчи 31-мĕш номерлĕ вăтам шкул;

II вырăн – Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем;

III вырăн – Шупашкар хулинчи 24-мĕш номерлĕ вăтам шкул;

III вырăн – Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 6-мĕш номерлĕ гимнази.


Конкурса йĕркелекенсем уяв вĕçленес умĕн кашни ушкăна пылак парне тата асăнмалăх сувенирсем парса чысларĕç.