Нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ вĕçленес умĕн каçхи кинокурав иртрĕ. Уява хутшăнакансем «Almanya. Willkommen in Deutschland» / «Альмания. Добро пожаловать в Германию» / «Альмани. Германие хапăл тăватпăр» ятлă нимĕçле видеофильм пăхрĕç.


Кинокурава «Анкор» вĕренӳ центрĕнче йĕркеленĕ. Чуна тыткăнлакан тĕнчене лекрĕç куракансем. Фильм сюжечĕ 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Германие куçса килнĕ икĕ ăруллă турккă çемйипе çыхăннă. Ют çĕршывра Хусейн çемйи тĕрлĕ лару-тăрăва лекет, йывăрлăхсене шӳте куçарма пĕлни вара пурнăç хура-шурне çĕнтерме пулăшать.


Хăтлă та çурма тĕттĕм кинозалра ларакансем геройсен шăпишĕн кулянчĕç, вĕсемпе пĕрлех савăнчĕç. Экран çинче вырăсла субтитр пулнăран фильм содержанине нимĕç чĕлхине сахал пĕлекенсем те ăнланчĕç.


Каçхи кинокурав вĕçĕнче лотерей билечĕсем вылянтарчĕç, пурте призлă пулчĕç. Кураканăн кăмăлĕ те ырă туйăмпа тулчĕ.