2019 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырăс литература кружокне çӳрекенсем А.П. Сумароковăн «Димитрий Самозванец» классикăлла трагедине тишкерчĕç.

Заняти хальхинче библиотекăра пуçланчĕ. Студентсем вĕренӳ абонементĕнчи çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, Альбина Петровнăна, пирĕн библиотекаре, ыйтусем пачĕç.


Занятие кайран аудиторире малалла тăсрĕç. Кружок теми вырăс классицизмĕнчи трагеди жанрне тишкересси пулчĕ, тĕслĕх вырăнне А.П. Сумароков çырнă «Димитрий Самозванец» трагедие пахса тухрĕç. Ку хайлавра авалхи славян сăмахĕсем нумай, çавăнпа та трагедие тишкересси йывăра килчĕ, апла пулин те вĕренекенсем ыйтусем парса, вĕсене хуравласа, словарьсемпе ĕçлесе хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçларĕç, А.П. Сумароков трагедийĕсен тĕп шухăшне ăнланма, классицизм паллисене палăртма пултарчĕç.


Кружок занятийĕ вĕçленес умĕн ачасем «Димитрий Самозванец» хайлавăн хăш-пĕр йĕркисене рольсем тăрăх вуларĕç, çак ĕç вĕсене питĕ килĕшрĕ.