2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче факультетри преподавательсемпе студентсем Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине халалланă митинга хутшăнчĕç.

Уява министерство представителĕсем, культурăпа искусство деятелĕсем, студентсемпе шкул ачисем, вĕрентекенсем, поэтсемпе писательсем пуçтарăнчĕç.



Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕн министр çумĕ Галина Чернова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата творчество интеллигенцийĕн представителĕсем салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕç.


Мероприятие ертсе пыракансем чăваш халăхне Белоруссирен, Болгарирен янă саламлă çырусене вуласа пачĕç.


«Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» концерт программи уява илемлетсе пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ.


Митинг И.Я. Яковлев палăкĕ умне чечек çыххисем хунипе вĕçленчĕ.