Хыпарсем
«Ют тĕнчене уç» кружок Шупашкарти 59-мĕш шкула çитсе килчĕ
7, 8, 9-мĕш класс ачисем ют чĕлхе вĕрентекенĕпе Е.Д. Долговăпа пĕрле университетра вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсемпе кăмăлтан хутшăнчĕç. Вĕсем Анголăран килнĕ Эдуарду Массолу студентпа акăлчанла калаçрĕç, Эдуарду хăйĕн çинчен, тăван çĕршывĕнчи йăла-йĕрке çинчен каласа кăтартрĕ, мĕн ачаран Раççее вĕренме килес ĕмĕтлĕ пулнине палăртрĕ.
59-мĕш шкулта француз чĕлхине те вĕрентеççĕ. Çавна май шкул ачисем Мароккоран килнĕ Набиль Дакдаки студентпа французла калаçрĕç, тĕрлĕ темăна хускатса ыйтусем пачĕç, хуравсем илчĕç.
Шкул ачисем ют çĕршыв студенчĕсемпе сăн ӳкерчĕксем турĕç, студентсене татах хăнана килме чĕнчĕç.