Чăваш патшалăх университетĕнче Тотальнăй диктант отличникĕсене чысларĕç. Кăçал вĕсен шучĕ питĕ пысăк – 75. Чăваш Енре 7-мĕш хут иртнĕ пĕлӳлĕх акцийĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха?

Л. Галактионова, В. Степанов каласа параççĕ ("Чăваш Ен хыпарĕсем"):

– Вĕсем, вырăс чĕлхине юратакансем, пĕр пысăк аудитори туп-тулли. Комисси эрне тăршшĕпех диктант тĕрĕслерĕ. Хăш-пĕр ĕçсем чăннипех тĕлĕнтерчĕç.


– Эталон вырăнне йышăнма пулать.


Ку – Яна Степанова çырнă каллиграфи почеркĕллĕ диктант пирки. Çĕнтерӳçĕ палăртнă тăрăх, диктанта вăл пур кăмăлтан çырнă, мĕншĕн тесен диктант çырма юратса мар, автора килĕштерсе килнĕ:

– Эпĕ Павел Басинские кăмăллатăп, нумаях пулмасть унăн Горький çинчен çырнă кĕнекине вуларăм. Диктант çырмалли текст шăпах çак кĕнекерен пулчĕ, савăнса-кăмăлласа çыртăм, – тет Яна Степанова, Тотальнăй диктант отличници.


Диктанта хутшăнакансем – тĕрлĕ çулхи çынсем. Професси тĕлĕшĕпе пăхас пулсан вара ытларахăшĕ – сăмахпа ĕçлекенсем.


– Юлашки виçĕ çулта кашни çулах – отличница. Диктант çырса хама тĕрĕслетĕп те хамăн профессие юратнине çирĕплетсе паратăп, – каласа парать диктантăн отличници Ирина Алатырцева.


Диктант çырма кашни çулах хутшăнакансен йышĕ те нумай. Вĕсенчен пĕри – Т.С. Сергеев профессор, вăл диктанта халалласа сăвă та çырма ĕлкĕрнĕ.


Отличниксене диктант çырнă аудиторирех чысларĕç. Татьяна Синицкая пĕлтернĕ тăрăх, вăл хăй умне лартнă тĕллевсене «5»лĕх пурнăçланă, диктанта пĕр йăнăшсăр çырма ăна вырăс литература классикĕ пулăшнă:

– Ку – А.С. Пушкина сăнарлакан пукане. Диктанта унпа пĕрле пĕрремĕш хут çыртăмăр. Вăл пирĕн талисман. Эпĕ те, манăн хĕр те диктантпа «5» паллă илтĕмĕр, – тет Татьяна Синицкая отличница.


Ют çĕршывран вĕренме килнĕ студентсем те нумайăн пулчĕç. Вĕсем Тотальнăй диктантпа пĕрле йĕркеленĕ Trud акцие хутшăнчĕç, вырăс чĕлхипе тест çырчĕç, 14 студент «5» паллă илчĕç.


– Раççее килсенех эпĕ вырăс чĕлхи пĕлместĕмччĕ, халь вĕрентĕм. Виççĕмĕш çул хутшăнатăп. Манăн малтанхи тата хальхи пĕлӳ шайне танлаштарсан, пысăк уйрăмлăх, – тет Йемен çĕршывенчен килнĕ Хешам Аль Баадани, Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен студент.


Диктант йĕркелӳçисем халь Тотальнăй диктанта мĕнле çырни çинчен каласа кăтартакан сочиненисен конкурсне пуçарса янă. Чи лайăх сочинени авторĕсем, паллах, парнесене тивĕçĕç.