Пĕлсе тăма: Çулсерен май уйăхĕн 24-мĕшĕнче славян çĕршывĕсенче Славян çырулăхĕпе культурин кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв Кирилпа Мефодий ячĕсемпе çыхăннă, вĕсем глаголица тата кириллица азбукисене йĕркелесе славян çырулăхне пуçласа янă. Унсăр пуçне, пĕртăвансем Евангелие, Апостола тата Псалтыре славянла куçарнă.
Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, славян çырулăхĕ 9-мĕш ĕмĕрте, 863-мĕш çулсем тĕлнелле пуçланса кайнă. Çĕнĕ алфавита «кириллица» ят панă, мĕншĕн тесен ăна йĕркелекенĕ Кирилл пулнă. Славян халăхĕсене çутта кăларас ĕçре ăна пĕртăван пиччĕшĕ – Мефодий пулăшса пынă.
Славян çырулăхне чи малтан 19-мĕш ĕмĕрте Болгарире паллă тума пуçланă, каярах ку йăла Раççей, Украина, Белорусси, Молдова çĕршывĕсене те çитнĕ. Хальхи вăхăтра çак уява халалласа ăслăлăх форумĕсем, фестивальсемпе выставкăсем, кĕнеке ярмăрккисем, сăвă вулавĕсем, пултарулăх каçĕсемпе концертсем тата ытти культура мероприятийĕсем иртеççĕ.