«ЧПУ-Атланта» баскетбол клубĕ хальхи ăмăртура та хăйĕн спорт ăсталăхне кăтартнă. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Александра Скаперас, Екатерина Кривошеина, Анастасия Кириленко тата Ирина Блинкова Хусанта пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, ылтăн медале тивĕçнĕ. Екатерина Кривошеина турнирта чи лайăх вылякан пулнă.
Çĕртмен 1-мĕшĕнче Чулхулара студентсен баскетбол ассоциацийĕн 3х3 регион турнирĕ вĕçленнĕ. Раççей шайĕнчи финал Мускав хулинче иртĕ. Чулхулари турнирта Дубна, Екатеринбург, Хабаровск, Чулхула, Оренбург, Ĕпхÿ, Курск, Элиста, Тверь, Калуга, Шупашкар (ЧПУ тата ЧППУ командисем) хутшăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Анастасия Горовенко, Зарина Сиярова, Альбина Валиева, Елена Кожепорова вылякан «ЧПУ-Атланта» команда пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, студентсен баскетбол ассоциацийĕн Раççей шайĕнчи финалне хутшăнма ирĕк илнĕ.
Çакна та палăртар, «ЧПУ-Атланта» командăри 3 студент – Зарина Сиярова (3-мĕш курс), Анастасия Горовенко (2-мĕш курс), Анастасия Кириленко (1-мĕш курс) – Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнче вĕренеççĕ, баскетболла вылянипе пĕрлех вĕренÿре те, пултарулăх ÿсĕмĕнче те ăнăçлă ĕлкĕрсе пыраççĕ.