Юпа (октябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн интернет-центрĕнче «Раççейпе Китай хушшинчи çыхăнусем: вĕрентÿ опычĕ тата малашлăх аталанăвĕ» видеоконференци иртрĕ. Унта Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Ю. Александров, социаллă тата клиника психологи кафедрин заведующийĕ Е.Л. Николаев, ют чĕлхе факультечĕн деканĕ М.В. Емельянова, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, студентсен наука обществин ертÿçи А.Н. Захарова, чăваш, вырăс студенчĕсем тата Китайри Хэфэй хулинчи Аньхой университечĕн представителĕсем – Раççей çинчен вĕрентекен Центр директорĕ, «Вырăс культурине вĕрентесси» журналăн тĕп редакторĕ Ши Хуншэнпа китай студенчĕсем хутшăнчĕç.

Калаçу икĕ университет хушшинчи малашнехи ĕçлĕ çыхăнусене аталантарасси, пĕрлехи конференцисем ирттересси, партнер-вузсенче тухса тăракан журналсенче публикаци активлăхне ÿстересси, чĕлхесем вĕренесси çинчен пулчĕ. Конференци вĕçĕнче чăваш студенчĕсем хăнасене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.