Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта учительсемпе вĕренекенсен тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсен тĕл пулăвĕ иртрӗ.


Çак кун Ыхра Çырми шкулĕнче тӳрех икĕ мероприяти пулчӗ: шкул ачисемпе студентсем хушшинчи «Мĕн? Ăçта? Хăçан? (кĕрхи сезон) интеллектуаллă вăйă тата вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ «Вырăс чĕлхипе тата литературипе иртекен патшалӑх экзаменĕсене хатĕрленмелли методика кăтартăвĕсем» республика семинарĕ.


Вĕренекенсем чи малтан хăнасене шкулпа, унăн историйĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарчĕç.


Ыхра Çырми шкулĕнчен паллă çынсем вĕренсе тухнă: Раççей ăслăлăх академийĕн профессорĕсем Р.Х. Шакуров тата Л.П. Кураков, юридици пĕлĕвĕсен тухтăрĕ Р.Р. Аллиулов, медицина наукисен тухтăрĕ Р.А. Салеев, Чăваш Республикин финанс министрĕ С.А. Енилина.


Çав шкултах филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова тата университетри юридици факультечĕн студентки, ал вăйне виçекен тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ Эльмира Алеева вĕреннĕ.


Университет преподавателĕсем: А.М. Иванова декан тата вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ И.К. Иванова шкул ачисене студент пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç, университетра пур енлĕ аталанма май пуррине палăртрĕç.


Вырăс чĕлхипе тата литературипе иртекен ОГЭ тата ЕГЭ комиссийĕн эксперчĕсем – Е.А. Кожемяковăпа О.К. Евдокимова доцентсем Патăрьел район шкулĕсенчи вĕрентекенсене 2020-мĕш çулта иртекен экзамен структурипе паллаштарчĕç, вĕренекенсем тăвакан йăнăшсене тишкерчĕç.


Тĕлпулу питĕ кăмăллă иртрĕ, ĕçлĕ самантсене сӳтсе явнипе пĕрлех студентсемпе шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.


Ыхра Çырма шкул директорĕ М.М. Сайдашев çакăн пек тĕлпулусем шкул ачисемшӗн питĕ усăллă пулнине палăртрĕ.