Кăçал чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Николай Васильевич Васильев-Шупуççынни – чăваш литературине никĕслекенĕсенчен пĕри, сăвăç, прозаик, куçаруçă, вĕрентекен, обществăлла деятель – çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вăл «Янтрак янравĕ», «Хитре Чĕкеç» поэмăсем, «Хушка ту», «Çурхи кĕвĕсем» сăвă ярăмĕсем çырнă, М. Лермонтов сăввисене чăвашла куçарнă, «Краткий очерк истории чувашской литературы» тĕпчев ĕçне тата чăваш юмахĕсене Мускавра пичетлесе каларнă.


Н. Шупуççынни хальхи Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ял çыннисем мухтавлă ентеше манмаççĕ. Шкул умне сăвăçăн бюстне лартнă, çулсерен унăн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Уйрăмах çак ĕçе ялта библиотекăра тата культура çуртĕнче ĕçлекенсем, шкулта вĕрентекен учительсем хастар хутшăнаççĕ. Кăçал чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Поэт каллех утать ялтан яла» ятпа асăну каçĕ иртрĕ. Культура керменне шкул ячисем, ял çыннисем тата хăнасем пуçтарăнчĕç. Чĕннĕ хăнасем хушшинче Чăваш патшалăх университечĕнчен В.Г. Родионов профессор, И.В. Софронова доцент тата Н.П. Шмелевапа А.Л. Шпаннагель сăвăçсем пулчĕç.


Мероприяти пуçламăшĕнче Çырмапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Г. Гельметдинов пухăннисене саламларĕ, Н. Шупуççыннин пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ. Уява хутшăнакансем Н. Шупуççыннин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илчĕç, сăввисене вуларĕç. Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Шупуç» фольклор ушкăнĕ сăвăç сăввисем тăрăх хывнă юрăсене шăрантарчĕ. Иккассисем мухтавлă ентеше хисеплеççĕ. Кунти кашни çыннах ун пирки мĕн те пулин каласа пама пултарать. Библиотекăра тата шкулта вара ун пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă кашни материала пуçтарса пыраççĕ, вĕсемпе усă курса хулăн альбомсемпе стендсем йĕркелеççĕ, сăвăçăн ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.


Асăну каçĕ пуçтарăннисем Н. Шупуççыннин бюстчĕ умне чечексем хунипе вĕçленчĕ.